Паян, утӑн 19-мӗшӗнче, ҫурҫӗр иртни 2 сехетре Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче инкек пулнӑ. Шӑп ҫак вӑхӑтра «01» пульт ҫине пушар тухни пирки пӗлтернӗ.
Ҫӗньялта пурӑнакан 34 ҫулти хӗрарӑмӑн йывӑҫ сарайӗ ҫунма тытӑннӑ. Пушара сӳнтермешкӗн 2 сехет ытла кирлӗ пулнӑ. Телее, пушарнӑйсем ҫулӑма юнашарти ҫуртсене тата «тимӗр урхамаха» куҫма паман. Анчах сарай тӗппипех ҫунса кӗлленнӗ. Унта вара 25 кролик пулнӑ. Вӗсем тата 11 тюк ута ҫунса кайнӑ.
Халӗ пушар тухнин сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ.
Муркаш районӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем питӗ хастар — чылай мероприятирен айккинче юлмаҫҫӗ. Темӗнле пулсан та — чӑваш халӑхӗ хӑйӗн йӑли-йӗркине упрама тӑрӑшать. Ку енӗпе культура ӗҫченӗсем самай тӑрӑшаҫҫӗ. Ав Орининти информаципе культура центрӗнче кӑҫал чылай мероприяти иртнӗ. Ҫулла пахчара ӗҫ нумай пулин те пултарулӑх ушкӑнӗсем халӑха савӑнтарма вӑхӑт тупаҫҫӗ. Атапайри «Сурпан», Мулкачкассинчи «Пучах», Орининти «Шуракӑш» тата «Орин ен» пултарулӑх ушкӑнӗсем Муркаш районӗпе республикӑра кӑна мар, Чӑваш Ен тулашне те ҫитсе килнӗ.
Мулкачкассинчи «Пучах» ушкӑн Мари Республикинчи Звенигово районӗнче иртнӗ Акатуя хутшӑннӑ ав. «Сурпан» Орлов-Шуҫӑм композитор ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ фестивале (Ҫӗрпӳ районӗ) ҫитнӗ. Москакассинчи «Пилеш» ташӑ ушкӑнӗ вара Алтая таранах кайса килнӗ.
Утӑн 13-мӗшӗнче «Пучах» каллех уява ҫитнӗ. Хальхинче — Шупашкар районӗнчи Атӑльял уявне. Уяв вӗсен кӑмӑлне кайнӑ. Ял мӗнле пуҫланса кайнине кӑтартнӑ.
Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ялӗ хӑйӗн уявне Питравра паллӑ тӑвасси йӑлана кӗнӗ. Мӗншӗн шӑпах ҫак кун-ха? 1795 ҫулта Чӑваш Сурӑмӗнче Петр апостола халалласа чиркӳ ҫӗкленӗ. Чӑваш Сурӑмӗнче ял уявне тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ: урамсене тасатаҫҫӗ, така пусса шӳрпе пӗҫереҫҫӗ, унпа пурне те хӑналаҫҫӗ.
Уява Элӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов, Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Петр Павлов, «Элӗк ачи» ентешлӗхӗн председателӗ Владимир Иванов тата ыттисем хутшӑннӑ. Александр Куликов ял халӑхӗ ӗҫчен пулнине палӑртнӑ. «Новый путь» хуҫалӑх та республикӑра ав малтисенчен пӗри.
Уявра ылтӑн тата кӗмӗл туйсене паллӑ тӑвакансене саламланӑ. Вячеслав Дмитриевичпа Маргарита Алексеевна Михайловсем пӗрле 50 ҫул пурӑнаҫҫӗ. Чӑваш Сурӑм тӑрӑхӗнче кӗмӗл туя 9 ҫемье паллӑ тӑваҫҫӗ иккен.
Чӑваш Сурӑмсене саламлама Ҫӗрпӳ районӗнчи «Сувар» фольклор ушкӑнӗ те ҫитнӗ. Ентешӗсене юрӑ-ташӑпа Чӑваш Сурӑмӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ, Элӗкри ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи «Каблучок» ташӑ ушкӑнӗ савӑнтарнӑ. Чӑваш эстрада юрӑҫисем те сцена ҫине тухнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Опытнӑй ҫыхӑну уйрӑмӗн почтальонӗ Наталья Степанова «2014-мӗш ҫулхи чи лайӑх почтальон» професи ӑсталӑхӗн пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне ӗнер, Раҫҫей почтин кунӗ умӗн, Мускавра пӗтӗмлетнӗ. Малти икӗ вырӑна Калининградпа Иркутск облаҫӗсенчи почтальонсем тухнӑ.
«2014-мӗш ҫулхи чи лайӑх почтальон» конкурс виҫӗ тапхӑрпа иртнӗ. Малтанах регионсенче, кайран округсенче, унтан — Раҫҫей шайӗнче. Ӑмӑртӑва хутшӑннисем хӑйсен квалификацийӗпе пӗрлех этемри чи лайӑх енсене те кӑтартнине пӗлтерет Чӑваш Енӗн Информаци политикин министерстви. Ара, почтальонсен ӗҫре ҫынпа калаҫма та пӗлмелле, начар кӑмӑл-туйӑма та ирӗке ямалла мар. Финала тухнисене Раҫҫей почтин гендиректорӗ Дмитрий Страшнов ертсе пыракан тӳресем хакланӑ.
Калининград облаҫӗнчи ҫӗнтерӳҫе УАЗ «Патриот» автомобиль парнеленӗ. Опытнӑй ҫыхӑну уйрӑмӗн почтальонне Наталья Степанована тата ытти финалиста скутер парнеленӗ.
Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳре Орлов-Шуҫӑм композитор ҫуралнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитнине халалласа Районти пӗрремӗш уҫӑ фестиваль иртнӗ.
Аристарх Гаврилович – Чӑваш АССРӗн искусствисен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ тата халӑх артисчӗ, РСФСР халӑх артисчӗ. Вӑл Ҫӗрпӳ районӗнчи Уйкас ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл пултаруллӑ композитор, педагог, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн тата Чӑваш радиовӗпе телевиденийӗн хорӗн, Кабардин-Балкарин патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн ертӳҫи тата хормейстерӗ пулнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи уҫӑ фестивале Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Георгий Фадеев, Ҫӗрпӳ ентешлӗхӗн пайташӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Владимир Федоров композитор (Шупашкар районӗнчи Культура ҫуртӗнчи ветерансен хорӗпе пӗрле), республика конкурсӗсен лауреачӗ Анатолий Печников композитор (хӑй ертсе пыракан Шупашкр районӗнчи Иккассинчи «Ҫӑлкуҫ» ансамбльпе пӗрле), пӗтӗм тӗнчери тата Раҫҫейри конкурссен лауреачӗ Андрей Барабанов тата ыттисем хутшӑннӑ.
Фестивальте Аристарх Орлов-Шуҫӑм кӗвӗленӗ юрӑсем янӑранӑ.
Ҫу-ҫӗртме уйӑхӗсенче шкул ачисемпе ача пахчине ҫӳрекенсем регионти ӳсен-тӑран паллисене суйланӑ. «Раҫҫей аллейи» Пӗтӗм Раҫҫей акцийӗпе килӗшӳллӗн республикӑра «Раҫҫей аллейи» пултарулӑх конкурсӗ иртнӗ. Унта 12 районти (Вӑрмар, Елчӗк, Етӗрне, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Пӑрачкав, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчен), 5 хулари (Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар) 31 вӗренӳ учрежденийӗ хутшӑннӑ.
«Раҫҫей аллейи» пултарулӑх конкурсне пирӗн тӑрӑхри ӳсен-тӑранӑн 63 сӑнӳкерчӗкне тӑратнӑ. 14 ача республика палли юман пулмалла тесе шухӑшлать. 6-шӗ пилеше тата ҫӑкана суйланӑ. 5-ӗн – хурӑншӑн, 4-шӗ – хӑвашӑн. 4-шӗ салтак тӳмине палӑртнӑ. Конкурсра курӑкӑн, тӗмӗн 20 ытла тӗсне те тӑратнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене палӑртнӑ.
1-мӗш вырӑна Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар шкулӗнчи Татьяна Шустова йышннӑ. Шупашкарти 122-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Роман Никитин – иккӗмӗш. Шупашкарти 38-мӗш шкулта вӗренекен Дмитрий Матвеев 3-мӗш пулнӑ. Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкулта ӑс пухакан Мария Ветликова, Шупашкарти 5-мӗш ача садне ҫӳрекен Данила Дмитриев, Красноармейски районӗнчи Пикшик шкулӗн вӗренекенӗ Виталий Михайлов лауреатсен ятне тивӗҫнӗ.
Нумаях пулмасть Китай Халӑх Респубикинчи Сычуань провинцинчен килнӗ делегаци Чӑваш Енре агропромышленноҫ паркӗ тумашкӑн килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн мӑйракаллӑ шултра выльӑха апатлантармалли ферма, теплица комплексӗ тата пӑрӑх завочӗ те хута ямалла.
Тӗлпулура Китай ҫыннисем ял хуҫалӑх тӗлӗшпе усӑ курмашкӑн Чӑваш Енри ҫӗре 49 ҫуллӑха тара илме пултарни пирки те калаҫнӑ. Чӑваш Енри агропромышленноҫ паркне хута ямашкӑн «Китайри импортпа экспорт Силин корпорацийӗ» тулли мар яваплӑ обществӑпа «Чӑваш Ен аталанӑвӗн корпорацийӗ» АУО килӗшӳ алӑ пуснӑ.
Инвестици проекчӗпе килӗшӳллӗн, фермӑна тата теплица комплексне Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тумалла. Пӑрӑх заводне Ҫӗрпӳ районӗнче хута яма палӑртнӑ.
«Пеледыш айо» - мари халӑхӗн юратнӑ уявӗ. Ӑна 80 ҫула яхӑн ирттереҫҫӗ. Ҫурхи ӗҫсене вӗҫлесен халӑх уява пухӑннӑ: чи хитре тум тӑхӑннӑ, наци алка-эрешне ҫакнӑ. Пӗрле пухӑнса чунтан савӑннӑ, юрланӑ, ташланӑ. Чи маттуррисене парнесемпе хавхалантарнӑ. Ҫулсем иртнӗҫемӗн уяв пуянланса пынӑ.
Кӑҫал «Пеледыш айо» уява вокалпа хор ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Мари Республикинчи алӗҫ ӑстисем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Уявра спорт мероприятийӗсем иртнӗ, аттракционсем, ташӑ тата вӑйӑ лапамӗсем, наци кухньине сӑнлакан картишсем ӗҫленӗ. Концерт пуян пулнӑ: сцена ҫинче мари, вырӑс, ют ҫӗршыв композиторӗсен юррисем, халӑх тата автор юррисем янӑранӑ.
Ҫак уява Ҫӗрпӳ районӗнчи Ямаш ял тӑрӑхӗнчи «Ямаш» фольклор ансамблӗ хутшӑннӑ. Ямашсем мари халӑхне чӑваш халӑх юррисемпе савӑнтарнӑ. Уявра пирӗн ентешсене Дипломпа чысланӑ.
Сӑнсем (40)
Республика кунӗнче Комсомольски районӗнчи Киров поселокӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Пӗтӗмпе 2015 ҫул тӗлне республикӑра 100 ФАП уҫма палӑртнӑ. Хальлӗхе 20-шӗ ӗҫлеҫҫӗ. Кун валли республика хыснинчен 41,4 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Киров поселокӗнчи ФАПра медицина пулӑшӑвӗ памашкӑн йӑлтах пур. Ирина Корнилова фельдшер хӑнасене хӑтлӑ пӳлӗмсемпе паллаштарнӑ. Ҫӗнӗ ФАП 300 ҫынна медицина пулӑшӑвӗ парӗ. Унта кӳршӗ ялтан, Ҫӗнӗ Александровкӑран, та ҫӳрӗҫ.
Кӗҫех Ҫӗрпӳ, Муркаш, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче ФАПсем туса пӗтермелле. Тепӗр 15 ФАПа кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче вӗҫлеме палӑртнӑ.
Калӑн, пӗчӗк кӑна кӑпшанкӑ. Ҫук вӗт, ним мар ҫынна вӗлернӗ. Инкекӗ Ҫӗрпӳ районӗнче пулса иртнӗ. 45-ри арҫын квас ӗҫнӗ чух ӑна ҫыртнӑ. Вӗлле хурчӗ квас куркине лекнӗ. Арҫын ҫавна асӑрхамасӑр шӗвеке пӗрех ҫавӑрса хунӑ.
Ҫӑвара тем сӑхнине ӑнлансан арҫын кваса сурса пӑрахнӑ. Сурчӑкпа вӗлле хурчӗ тухнӑ. Темиҫе минутран арҫын хӑрлатма тата чыхӑнма пуҫланӑ. Ҫавна курнӑ ҫынсем часрах васкавлӑ пулӑшу машини чӗннӗ. Те тухтӑрсене кӗтсе илесси пулмасть тесе вӗсем ӑна ахаль машинӑпа шурӑ халатлисем патне илсе кайма тухнӑ. Тухтӑрсен машини вырӑна пырса ҫитнӗ ҫӗре арҫын вилсе кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |